теплерен - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
как-то, случайно. Шурăм-п. Хăш чухне теплерен пĕрерĕш чăх вырăнне алтана ярса илеççĕ (гадание). Чхĕйп. Вăлсам (чуваши) самăй первей чӳркӳве венчет тунă чух кĕнĕ, е теплерен пĕри-пĕри вилсен кĕнĕ. Истор. Теплерен тăшмаисенчен тарса юлнисене те пит çăмăлах пулман. Ib. Вăл теплерен пĕр кивĕ кимĕ (лодку) туннă. Ib. Вăрçсан-вăрçсан, тăшмансем теплерен Нахимова вĕлернĕ. || Изредка. КС. Теплерен килсе, çавасем сутса каяççĕ. Изредка приезжают и продают косы. N. Темрен тата хăш-хăш килтен е аслашшĕ, е асламĕш (= асламăшĕ) ачисене чĕнни илтĕнет.