тытамак - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
падучая болезнь. Мухамед. Ăна тытамак тыта пуçланă. Ст. Чек. Тытамак — тытса пăрахсан, çăварĕнчен кăпăк тухат, тапкаланат, никам тытса чараймас, тапкаланма тытăнсан. О сохр. здор. Тытамак чирĕ тытсан та, çын сасартăка тăнĕ пĕтнипе çĕре кайса ӳкет. Истор. Дмитрий Иванович ачасемпе вылянă чух, ăна тытамак тытса, вăл çĕçĕ çине тăрăнса вилчĕ, тенĕ. СТИК. Кам та пулсан кутăнланса, йăлăнтарса киревсĕрленет пулсан, ăна вара: мĕн тытамак тытнă тата çавна! тесе хăтăрса пăрахаççĕ (ругают). Чуратч. Ц. Тытамак тытса пăрахрĕ. Случился припадок. || Недотрога. Ст. Чек. И, тытамак! тесе туххăм çиленекен, калаçма пăрахакан çынна калаççĕ. Ib. Кай ĕнтĕ, тытамак!