тиен - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
быть погружаему. Кайсар. Пысăкрах сенĕк тыт, ăлав часрах тиенĕ. Цив. Çăртан пулă ячĕпе („по щучьему веленью“) вутă тиенсе çыхăнса киле ларса каймалла пултăрI || В перен. см. Альш. Пĕр килтен тапранат ик-виç урапа: ачи-пăчи, хăй тиеннĕ (т. е. уселись). Шел. II. 69. Лашапа урапа çине пĕр ушкăн арăм тиеннĕ те, Канашран ялалла анаççĕ. N. Пĕр урапа çине темиçенĕн тиенеççĕ те, урам тăрăх чуптарса çӳреççĕ. Букв. 1904. Унтан вара эпир туп-тулли тиенсе тухса кайрăмăр. Кан. Пурте чухăн çине тиенет. Вину во всем этом взваливают на бедняка. N. Ĕç сана тиенсе юлчĕ. (Письмо). Букв. 1886. Ăна курасшăн ан çун, вăл (бедствие) часах ĕнсе çине килсе тиенĕ.