тиек - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(тиjэк, т’иjэк’), волостной писарь, писарь, письмо-водитель (от русск. дьяк). N. † Çыру çыракан тиек. ЧП. Çыру çыран тиек. N. † Качак пӳрнем çыру çыра пĕлсен, Хусанăн тиекĕ пулăттăм. ТХКА 77. У, сирĕн Микула Тĕмер тиекĕ пекех çырать, тет. Анне: пĕлейреççĕ-и вара, тет. Пазух. † Тантăшçăм, тантăшçăм та, ай, улпут пек, тиек майри тытса та савас пек. Юрк. Исправник хăне валли çырса тăмашкăн пĕр тиек тытса ларать. Ib. Кĕсенĕн ял тиекĕ çын ячĕсене çыраканни çук.