тивĕç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-вэ̆с’), должно, следует. N. Çавăнпа унтан чăваш иккĕ, тутар пиллĕк, вырăс виççĕ яма тивĕç. N. Манахăн пуянлăх пулма тивĕç мар, теççĕ, хăйсем халăха ултавпа çаратса пурăнаççĕ. N. Камăн çĕнĕ çĕре кайма тивĕç? Сред. Юм. О пирĕн ратне çôрчĕсĕм патне пырса шăршланма та тивĕç мар (ему даже близко подходить не следует). || Иногда выраж. предположение. Альш. Шывăн леш хĕрринче кимĕ пур, тет. Пулăçă пулсан, кунта кăларма тивĕç мар, тет (едва ли рыбак может здесь вытащить лодку). N. Тивĕç, надлежать. || Должный. N. Ăна тивĕç хак парса хăтарнă. || Принадлежащий по праву. Альш. Вăл ачана аслашшийĕн ырăлăхĕ тивĕç-ши, тивĕç мар-ши? || В см. им. существ. Бугульм. † Шур пӳртĕн умĕ улма йывăç, ут кăкарма тивĕç пур-и (позволительно ли, достоин ли)? Çакă киле килтĕм асăнса, пĕр юрă юрлама тивĕçли? N. Хăйне тивĕçлĕ тивĕçрен ытла хапсăнакан çын (домогающийся иметь более, чем ему следует по праву). Тим. Хăй тивĕçне хăй аллине илме хăтланать.