тивĕç тивни - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
быть по праву, надлежащим. СТИК. Пĕр-пĕр ют çын хурăнташсем пĕрле ĕçкĕ-çикĕ тунă çĕре пырса малах кĕрсе ларсан, ăна хăюлăрах çын хăйнех çапла калат: эй, намăссăр, сана кунта ларма тивĕç те тимест вĕт! || О родственных отношениях. СТИК. Вăсем сире çывăх хурăнташ-и? — Çук, таçтан аякран, асатте-асаннесенчен кăшт тивĕç тивет няк (кажется, приходится немножко сродни). N. Вăл пире тивĕç тивет. Он к нам имеет отношение, т. е. родственник.