тинĕс - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(тин’э̆с, т’ин’э̆с), море. H. Шинкусы. Симĕс тинĕс, зеленое море. (Из наговора). Конст. чăв. Çĕр варĕнчи (= варринчи) тинĕс, Средиземное море. Хурамал. Тинĕс уттисенче вăрман пулать; çав вăрмансене кассан, юн тухать, тесе калать, тет. N. Вăл вырăн авал тинĕсех пулнă, тет, çавăнпа пĕчĕк кӳлĕ пек вырăнсем питĕ нумай. ТХКА 7. Тинĕс пек аслă çĕршыв пулсан та, çĕр ĕçне йĕркеллĕ ĕçлеме пĕлмесен, çĕр ĕçлени этем е усăллă мар вара. N. Пирĕн патăртан тинĕc курăнать (виднеется море). Ст. Шаймурз. Хĕрлĕ тинĕс пулса тăнă. N. Тинĕс хĕррине çитмесĕр аттăна ан хыв. (Послов.). К.-Кушки. Тинĕсре (в море) хурсем ишеççĕ. N. † Атăлпала тинĕс хушшинче икĕ матур йĕкĕт пурăннă, тет.