тинкăр-канкăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
сл. неопр. знач. См. тинсĕр-ханкăр. Питушк. (Çын вилсен) олтă эрне çитет; олтă эрне çитсессĕн, хуçи чĕнет пускилсене. Унтан вăлсам каяççĕ лашапа, чан çакса (с колокольчиком) усатма. Онта сăра ĕçеççĕ: ăвăнта полтăр, тесе. Онтан урапа çине ларса киле килеççĕ. Вăлсам килнĕ çĕре пĕр старик ларать сĕтел хушшинче, вăл итет (ид’эт’): эсĕр, тет, ста карăр? тет. Леш калат, килекенĕ: эп котăн ĕçпе карăм, тет. Хай старик калать: тинкăр-канкăр çĕре кайтăр, тет. Вара кайран ĕçме тапратаççĕ.