типĕ çиçĕм - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
тип çиçĕм, зарница. Абыз. Чув. пр. о пог. 175. Çула çăмăр хыççăн типĕ çиçĕм çиçсен, уяр пулат, теççĕ. Если летом после дождя сухая молния заблещет, будет ясно. N. Типĕ çиçĕм çиçет = шевле вылять. ГТТ. Кăçал мăйрăсене тип çиçĕм тивнĕ. Сятра: тибэ̆ с̚’из’э̆м мыр’а тэ̆эт (так!), тэт; тизэн, мыр’ы̆ хŏрат. Ст. Чек. Тип çиçĕм мăйăрсене мĕнсене пĕтерет. Тип çиçĕм хĕлле те пулать; вăл тип çиçĕм хĕлле ялан çурçĕр енче пулат.