тирĕс - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(тирэ̆с), против, наопако. А. Турх. Вилĕ-йăли. Шывне ăснă чух та, чĕресе янă чухне те, вилнĕ çын çунă чух та, ялан курка çинчен тирĕс (противоположным к человеку, держащему ковш, краем) яраççĕ. Ib. Пур ĕçе те ун чухне тирĕс тăваççĕ, кутăн ĕçлеççĕ: куркара шыв ямалла пулсан, тирĕс яраççĕ; тĕвĕ çыхмалли пулсан, тирĕс тĕвĕ çыхаççĕ, „Вилĕ тĕвĕ“. КС. Урине тирĕс çырнă (обратно обычному направлению). Ib. Ма тирĕç тӳлерĕн (завязал узлом)? Ст. Чек. Выльăхăн çăмне тирĕс шăлсан (если гладить против шерсти), выльăх çиленет. || В перен. см. Самар. Тирĕс пырать. Идет против, противится, Срв. тискер.