тирпейсĕр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
небрежный, неряшливый. || Неприличный. Ст. Чек. Тирпейсĕр сăмах калаçат. Говорит неприличные вещи. || В см сущ. Ст. Чек. Тирпейсĕр, неряха, говорящий неприличные слова. || В см. наречня. N. Вăл тирпейсĕр хăтланать. || Неэкономно. N. Тыррине тирпейсĕр тыткаласа та пĕтереççĕ. || (Умерший) неестественною смертью. Чăвашсем. 29. Тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермен. Шыва кайса вилни, çакăнса-и, çапса пăрахни пулать-и унта — вĕсене масара чиктермен: ун пеккисене масара чиксен, çумăр та çумасть, тырă та пулмасть, тенĕ. || Без похоронного обряда. Чăв. й. пур. З4. Хăне те йытă вилли пек çĕре тирпейсĕр чикнĕ. || Разг. С. Мих. 9. Тирпейсĕр (то же, что хисепсĕр), во множестве.