туйла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
свадьбой, по-свадебному, сопровождая свадебными церемониями. Тюрл. Пирĕн енче туйла каякан хĕрсем хăйсен хурăнташĕсем патне пĕр-ик кунччен киле кĕрсе çӳреççĕ (ĕçсе-çисе çӳреççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ). Ильмово. Хĕрсен хушшинчен хăшĕ туйла каяççĕ, хăшĕ тухса каяççĕ. В. Олг. Тойла, по-свадебному. Лашм. † Ял-ялĕнчи хĕрĕсем тухса каяс сасси пур, пирĕн ялсен хĕрĕсем туйла каяс сасси пур. С. Тим. † Атте лаши кăвак лаша, юри тĕпе кӳлтертĕм; тăванăмсем лайăхран, юри туйла тутартăм. Ib. Туя туйла тăвас, тесе, пирĕн чаплă тунине калаççĕ. Туя чаплă тумасан, ăна çывăх хурăнташсем пухăнса пĕр каç ĕçкĕ тунипех ирттерсе яраççĕ; чаплă тусан, 2—З кун ют ялти хурăнташсем патне лашапа çӳреççĕ. ЧП. Тата çич çул ларсассăн, хамах туйла кайăп-ха.