туйра - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(туjра), молодой дуб. Тюрл. СПВВ. ФВ. Çамрăк юмана туйра теççĕ, туйралăх вăрманĕ теççĕ. Сред. Юм. Туйра тесе хунаса тухса ӳснĕ юмана калаççĕ. Собр. † Эпир каяс çул çинче туйра юман пит нумаЙ. Ib. † Эпир пыра çул çинче пăрăнайса юлчĕ пĕр туйра. ЧП. Туйра, туйра юмансем. НТЧ. Тепĕр кунĕнче хай вĕрӳç вăрмана кайнă та, çамрăк туйрана авса, тĕпĕнчен çыхса хăварнă (чтобы испортить человека), çавăн пек тукатса çыхнă чух та кĕлли пур теççĕ те, анчах ăна ватă çынсем те пурте пĕлмеççĕ, вĕрӳç-суруç çын анчах пĕлет. || Лесок. N. Тарса пыра-пыра, слон кĕтĕвĕ çынсем юри акса ӳстернĕ йĕплĕ хулă туйри (вăрманĕ) патне пырса чарăннă.