турă - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
, торă, (туры̆, торы̆), бог, божество. Магн. М. 62. Çорт çоратакан торă, ывăл-хĕр çоратакан торă, тырă-пол çоратакан торă, выльăх-чĕрлĕх çоратакан торă, мол çоратакан торă, хорт çоратакан торă, хорç антаран торă, çут кӳлте выртакан торă, торта торри, çут-çанталăк çоратан торă, чун çуратакан торă и мн. др. Качал. Кăвак сухаллă старик, çакă турă пулнă, тит. Шурăм-п. Тыр акакан турра хăтарни. Ĕлĕк пĕр çын уйра (хирте) тырă акнă, тет. Ун патне турă чупса пырса пытанмалли вырăн ыйтнă. Тыр акакан турра вăрлăх пурки айне пытарнă. Вăрлăх пурки çине тăпра муклашки хунă. Турă тырă акакана вăрлăх пурки айне кĕрсе ларас умĕн: эсĕ ку тырра вырма ыранах кил, тенĕ. Тепĕр кунне, турă каланă пек, вăл ани çине çурлапа тырă вырма пынă. Ĕнер çеç акна тырă турă каланă пек пулса çитсе хумханса çеç ларнă. Çавă тырра вырма пуçласан ана çине усал чупса çитсе тырă выракантан: эсĕ çакăнтан турă иртсе кайнине курмарăн-а? тенĕ. Тыр выракан: çакна акнă чух курнăччĕ, тенĕ. Вара усал: эй, ĕнтĕ уна халĕ хăваласси те çук, питĕ аякка кайнă ĕнтĕ вăл, хăвса çитесси пулмарĕ-çке ĕнте ăна, тенĕ. Турă вăрлăх пурки айне пытаннине асăнса хăшпĕр чăвашсем тăпра муклашки хуркаланă. П. Федотов. Ĕçлекен алли çине турă сысман, тет. (Послов.). Ивановка. Вĕсем тата шухăшланă: кашни япалана пăхса тăран хăйĕн турăсем пур, тенĕ. Вăт-кăвартан пăхса тăраканни, выльăх-чĕрлĕхе пăхса усраканни, тата урăххисем те, çак турăсене пăхса тăраканни атте турă, тенĕ. Тата кашни кил-çурта пăхса сыхласа тăраканни пĕр турă пур, тенĕ, ăна хĕрт-сурт тенĕ. Çак турра, çиме тесе, сайра-хутра кăмака умне пăтă лартнă. Пăтă лартнă чухне пурт-çурта пит лайăх тасатнă, кил-хуçисем шур кĕпе-йĕм тăхăннă. Çакна хĕрт-сурт пăтти тенĕ. Собр. † Аслати аватать, çиçĕм çиçет, туррăн турă лаши (вар. тьыхисем) кĕçенет. Ib. Турра ан асăн, сăмсунтан юн юхĕ, теççĕ. (Послов.). Альш. Темшĕн чăвашсем турра ĕмĕрне те пуян тесе, мĕн тесе туман; ялан мĕскĕн, ыйтса-пуçтарса çӳрекен ватă старик пек туса ĕненнĕ. Ст. Чек. Усал: юратнă йывăçна, юратнă çуртна, юратнă çыннăна, юратнă выльăхна кĕрĕп, тесе калат, тет. Турă: кĕрĕсĕн, нимĕн те шеллемĕп, пурне те çапăп, манăн пурте хамăн, çапсан та, пурне те хам илеп, тесе калат, тет. (Из сказки). Орау. Тăрсан-тăрсан, туррине те çӳлтен сĕтĕрсе антарĕç (т. е. люди стали очень хитроумны). КС. Турă пăр çине анни (на лед). Собр. Йăлхавăн турри çывăхра. (Послов.). N. Турă пит çӳлте, патша пит аякра. „До бога высоко, до царя далеко“. (Старин. поговорка). || Святой М. В. Васильев. Илья пророка пирĕн енче папай алттарса çиçĕм çиçтерекен торă, тенĕ. Тăта çăмăр шывне те пĕлĕт çине çавах лашапа торттарать. Илья пророкăн çăвĕпе шыв торттарнăран лаши час ватлать, тенĕ. Çавăнпа ăна çăмăр чӳк тунă чух ĕлĕк лаша панă. || Выражается восхищение или возмущение. Трхбл. Эй турă-турă, хырăм ай шурă. (Присловье, говорят ни к селу, ни к городу, когда нечего говорить). Бюрг. Ах турă кусене (ах чтобы их)! Хырăмĕсене тăрантараймаççĕ, вĕт, çаксем? Часрах ăсатса ярăр (шептание старух при входе священника). || В чувашизмах КС. Турă куртăр, брань. КС. Турă куртăр — проклятие („пусть бог принесет чувствительный вред“). Слеп. Торă пĕтермен; торă татман пуçна; торă татса кайман. Цив. Торăран килешшĕ; торăран килмен пуçна, торăран килтĕр, торран килменскер! (брань). Тюрл. Ах тора çапашшĕ, тĕнкене хăртрĕ, тет (тертленсе калать). N. Торă çапманскер! Хăççан торă пуçна çапса кайĕ-ши? Хорачка. Торă чоклатăрай сана хăнча полин та. Ядр. Торă çапаш, торă таташ, торă чохлаш (пусть припомнит). || Икона. Коракыш. Ха, пирĕн паян çĕн турă илнĕ нихак, тет. Сред. Юм. Турăпа çӳренĕ чухне ватти-вĕтти мĕнĕпех хыçалтан çӳреççĕ. Абаш. Пăхăр торă топнă (медную икону). Янтик. Турăпа çӳреме тухнă (ход с иконой).