турăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
, торăх, (туры̆х, торы̆х), кислое молоко, варенец, простокваша. N. Турпас пек урпинчен турăх пек сăра турăм. Юрк. Пĕçертсен, сивĕ турăха та вĕрсе сыпăн, теççĕ. (Послов.). N. Кĕркуннехи турăхне кĕрӳшĕнчен хĕрхеннĕ. ЧС. Унта мана Макçăм амăшĕ хăймалă турăх çитерчĕ. Нюш-к. Вăл турăхпа çăкăр çиет. Ib. У çын нӳхрепĕнче пĕр катка турăх ларать, тет. Вомбу-к. Торăх йӳçĕтсе, вĕретмесĕр тăваççĕ. ЧП. Турăхпа çăкăр çийĕпĕр.