турткалан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
дергаться. КС. Вĕренленĕ лаша вĕренне татасшăн турткаланать. ЧП. Куккасен тур лаши, хăмăт-йĕвенне ытараймасăр, турткаланать турта хушшинче. Кан. Юлашкинчен вара сута параççĕ те, унта турткаланса çӳреççĕ. || Упрямиться. ПВЧ 118. Атте лаши тор лаши, тортин-тортмин хорми пор: торткаланни килĕшет. Никит. Ĕç, Сеппер, ĕç! тет, ан турткалан, пирен мĕн ĕçменни пур. N. Пиртен хăшĕ: эпир каймаллах тухман, теççĕ; тата хашĕ: килте ĕç пĕтерейменни пурччĕ, тесе турткаланса тăраççĕ. Кан. Анчах пустуй, тулăксăр тăкак пулать, тесе, Михалкка хĕсĕнкелесе турткаланать. || Капризничать. Сборн. по мед. Ача турткалансан, йĕрсен, вăл выçăран анчах турткаланни пулмасть. || Жеманиться. Никит. † Ыраш вырма тăрсассăн: çурла касмас, теминччĕ; тулă вырма тăрсассăн, турткаланса тăминччĕ (çĕнĕ çын); урпа вырма тăрсассăн: хăлчăк тирет, теминччĕ. Байгул. Турткаланма мĕн лайăх? Туллă кĕрĕк пит лайăх.|| Колебаться. N. Торткаланса тăрать (тек). Колеблется, не решается.