тутлăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
сытость; питательность; вкус. Сенчук. † Лаша çинче кутлăх, пирĕн умра тутлăх. || Сытый, плодородный. КС. Кăçал çул пит тутлăх килчĕ (плодородный год). Менча Ч. Ĕçес шывăн тасине парăсăнччĕ, тет, çиес çимин тутлăхне парăсăнччĕ, тет. (Моленье). Т. VI 25. Тыррине тутлăхне пар. (Моленье). || Изобильный. N. Ку тĕнчерен кайнă чурувăн чунне çутă çĕре, тутлăх çĕре, канлĕ çĕре, нимĕнле чир, нимĕнле хуйхă, асап çук çĕре вырăнаçтар. (Из моленья). N. Тутлăх çулпа.