тухья - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
тохья (тухjа, тохjа), назв. девичьего головного убора. Тогаево. † Пирĕн йĕвенни йĕвенле, пуян çын хĕрсен тухйи пек. Кĕвĕсем. Мăкшă симĕс тухьяна кам сăхланмĕ тăхăнма? ЧП. Вылямашкăн, кулмашкăн тухья пуçлă хĕр чипер. Альш. Пуçра тухья (ее части: тăрнашка, çамкалăх — карттус сăмси пекки). СПВВ. ГЕ. Тухья — хĕрсем пуçа тăхăнаççĕ. Ст. Чек. Тухья, хушпу çумĕнче. Хушпăвăн антăрлăхĕ хыçĕнче яраписем, енчен-енчен виçшер ярапа. Ăна шăрçа тирсе тунă; вĕçне укçасем, 10—15 пуслăхсем, çакаççĕ. Тухьян антăрлăхĕ çумне малтан укçа 10 пуслăхсем, сапакалисен, пĕр шăрçа урлă çакаççĕ. Ib. Тухья вилли — начар тухья. Чăв.к. Выляма-кулма мĕн аван? Тухья пуçлă хĕр аван. ПНЧ. 130. Пуç çĕклейми тохьямччĕ, тыр акнă контă турĕç поль. N. Хĕрсем илемне мĕн курет, тухья-çуха пит кӳрет. N. Тухья тӳпи силленет, сулăк тенки çакмантан. Юрк. Тухья тăрнашки (тухья таврашĕнче), тухья шăрçи, тухья кăшăлĕ. Альш. Ахаттеçĕм, аннеçĕм, тухью хыçĕ курăнĕ, кĕрĕвĕ те курăнĕ, çапах мана çитеймĕ. Чутеево. Тухья хăлхи. Тăрнашки. Перед тухй’и увешивается сверху мерчен’ем. Сверху тухья унизывается мелкими стеклянными бусами (шăрçа). Ib. Тухья ум-çаккине алă çупки сарлакăш сăран е пир татăкĕ çине (чăн) нухрат çакса тăваççĕ; наверху мелкий нухрат, внизу крупный. N. Тухья ярапи пулать. С. Мокш. Тумли тумлат (капля капает), çĕре тимест. (Тухья ярапи). Шел. II. 41. Çĕмĕрт сапакисем пулĕç, тухья ярапийĕ пек. Ст. Чек. Тухья кăшăлĕ — тухья, с которой сняты деньги и бусы. || Назв. кишки около çĕр хурчĕ (книжки). Пухтел.