тӳле - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
умножаться, размножаться. Собр. Хĕлле тулта урапа юр çыпçăнса пӳрте кĕрсессĕн, урасене шăпăрпа çапса ан тасалăр, мĕшĕн тесен сурăхсем тӳлемест, теççĕ. НАК. Çапла кашни килĕрен салат-хăмла пухса сăра тусан, ватă çынсем: сурăх тӳлет, теççĕ; çавăнпа сăрине те сурăх-ури сăри теççĕ. Орау. Пирĕн выльăх тӳлемест. СПВВ. Выльăх-чĕрлĕх тӳлетĕр. КС. Тӳлес = ĕрчес. Хурамал. Тĕк пĕрчинчен тӳлесе, пăхăнчен самăртса пулин пар, турă. (Моление).