тӳрлет - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
выпрямлять, сглаживать. || Лечить, вылечить. Юрк. Куç тӳрлетекен доктор патне пĕри куç тӳрлеттерме пынă. Ib. Мĕнтен чирлетĕн, çавăнтан тӳрлетес пулат. Туперккульос 17. Çинчех тӳрлетме тытăнсан, ăна тӳрлетсе кăларма нимех те мар. || Чинить. Изамб. Т. Акана тухас умĕн арçынсем суха-пуç тӳрлетеççĕ. N. Çынсем часрах суха-пуçсене, сӳресене, ураписене тӳрлетме пуçларĕç. Чиганары. Орапасене тӳрлетеççĕ, çонасене кӳртсе хораççĕ. || Сверять, проверять. Орау. Паян сахатсене Макар сахачĕпе тӳрлетсе ятăн-и? || Оправлять (крылья). N. Унтан тата кăвакарчăнĕ çунаттисене саркаласа, тĕкĕсене тӳрлетет. || Исправлять. N. Кантур таврашĕнчи хутсене те тӳрлетсе çырса тăр. || Уплатить согласно обещанию. Paas. Ск. и пред. чув. 112. Тӳркĕллине тӳрлетме тьыха тытса пусмалла. Собр. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ.