тăвара - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ты̆вара), сырок. Сред. Юм. Чăхăта вĕтĕ-вĕтĕ туса пĕçерсен, тăвара тунă, теççе. СТИК. Тăвара — сыр, круглый, маленький, приплюснутый; чăкăт — большой, цилиндрический, в диаметре З вершка приблизительно. Изамб. Т. Çăрса пĕтерсен, тăпăртса йăваласа е тăвара е чăкăт тăваççĕ. Тăвара пĕчĕккĕ, çăмарта пек кăна пулать; чăкăт пысăк, чей чашки пек. Ib. Хăна килсен, малтан чăвашсем е тăваралă çу, е тăвара лартаççĕ.