тăлă - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ты̆лы̆, тŏлŏ), путы для стреноживания лошади. ЧС. Лашинĕн тăллине часах илсе утланчĕ. N. Тăлла сӳсрен, пушăтран явса тăваççĕ, тата тимĕртен тăваççĕ. ЧП. Хура пурçын тăлă уринче. Юрк. Тытăннă пулсан, тимĕр тăлăпа таçта чанкăрăтаттарса çӳренĕ пулĕччĕ. Кан. Пĕрин аллинчен теприне пысăк тĕвĕллĕ тăлă чуптарса, çурăмсенчен ай, ну! ислететпĕр. Ст. Чек. Мăнтăрланса кайнă, тăлă çитмес мăйне (или: мăйне тăлă çитмĕ, о человеке). Изамб. Т. Тăлăпа лашана тăллаççĕ (путают ноги). Яргуньк. Лашасене тăлăпа тăлласа ятăмăр. N. Вĕçсе кайса пăхăттăм, икĕ урамра тимĕр тăлă. Чертаг. Тимĕр тăлă, железные путы. N. Эпĕ лашасен тăллине вĕçерсе, йĕвен тăхăнтартса, утланса лартăм та, киле кайрăм. || Мочеи, Якейк. Тăлă — арман урапине кăкармалли. См. арман.