тăнк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ты̆ҥк), подр. оцепенению. Тюрл. Аллине тăнк (или: танк) тăратрĕ (горизонтально; чанк тăратнă — вертикально). || Подр. твердой походке. Орау. Тăнк-тăнк-тăнк тутарса каллĕ-маллĕ утса çӳрет (ходит легким мелким шагом; гов. больше о молодых). || Подр. прыжкам овцы. Сред. Юм. Тăнк-тăнк (сорăх сикни), транк-транк! || Подр. глухому звуку, который получается, когда бьют молотом по наковальне. Сред. Юм. Тимрĕç сантал çине молотокпа çапсан, тăнк-тăнк! тунă сас илтĕнет. || Подр. удару по шее. N. Тăнк тутарчĕ ĕнсерен (ткнуть кулаком или ударить). || Подр. набитости. КС. Паян ачасем мăйăр тăнк пухнă. || Подр. натяжению веревки? Альш.