хаваслан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
радоваться, веселиться. Зап. ВНО. Хĕпĕртӳ пулсан, пит ан хаваслан; хуйхă пулсан, ан хуйхăр. Баран. 195. Кимĕпе çӳреме тем тĕрлĕ хавасланса çитнĕ. Ст. Чек. Вăл эп килнине кура хавасланать (радуется моему приходу). Янтик. Ну пит хаваслантăм эп эс килнĕшĕн (обрадовался). О сохр. здор. Эпир вĕсене çиессе те хавасланарах парса çиетпĕр. Изамб. Т. Туйра пурте ташласа юрласа хавасланнă (веселились). Орау. Епĕ, пит хавасланнăскср, пит каяссăм килчĕ. Хурамал. Амăшĕ ачине чĕнсен ачи хавасланса пырать (с радостью). N. Эрехе ватăлса йӳçсе çитсессĕн тин хавасланса ĕçетĕн (с удовольствием). ЧС. Эпир ку тен чĕрĕлĕ тесе, пăртак хаваслантăмăр. N. Пĕрре макрас килет, тепре чун хавасланса каять. КС. Лаша хавасланса чупать (радостно спешит домой). Ib. Хавасланса ĕçлеççĕ. Работают с удовольствием. Ишек. Вăл хавасланнипе хытă кăçкăрса ячĕ, тет. N. Якур пирĕн хавасланса çитрĕ. Ĕçе те темĕн тĕрлĕ маттур ĕçлет, мĕн курать, ăна вĕренме пăха пуçларĕ. Хорачка. Хавасланса каясшăн (стремится).