халах çийĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
сходка, общественность. ГТТ. Халăх çийĕ, ял çийĕ, ял хавалĕ, общественность. Сред. Юм. Халăх çине янă (говорили тогда, когда за какую-нибудь личность платило общество). Ib. Халăх çине кайнă. Пошел на сход. Кан. Халăх çине-е! Марук тĕлне-е! Утăм. Халăх çине! Халăх çине! (на сходку) — шаккаççĕ чӳречесем патне пырса. Ск. и пред. чув. 43. Кам халăх çинче ĕçсене майлать? ТХКА 28. Паян халăх çинче хаçат вуларĕç.