харлаттар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
понуд. ф. от харлат. N. Иван салтак кăмака çинче харлаттарса çывăрнă. Сред. Юм. Эп ахаль çыврап тесе каларĕ тесе, кĕрсе пăхап — о чăнах та харлаттарсах çыврат. Ib. Кăш çынсем çывăрнă чохне харр! харр! тутарса çывраççĕ, çавсене чыстиех çывăрса кайсан, харлаттарса çыврат, теççĕ. Б. Яуши. Йытăсем те çывăраççĕ, тет, çынсем те, пур чĕрĕ чун та харлаттарса çывăраççĕ, тет. А.-п. й. 18. Пĕр каçхине, упа харлаттарса ăйха туртнă чух, шăтăкран шăвăнса тухса тарчĕ те, этеме шырама пуçларĕ.