харăс - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(хары̆с), одновременно, сразу, дружно, совместно. Б. Олг. Ан çапса орпа хăйăрланă (тасатнă) чох харăс çапаччĕ. Ст. Чек. Харăс, двое или многие делают что-нибудь вместе, вдруг. ЧС. Пурте çыхса пĕтерсен (прутья), харăс тăрса хай хулла пĕрер мăшăршар ывăтса яраççĕ. (Сĕрен). ÇМ. Ирĕклĕ кунçул тумашкăн тăрăр пурте харăс! N. Харăс-харăс пер. Стрелять залпами. Яргуньк. Патши, майри, хĕрĕ пĕрле ларса харăс çирĕç (вместе в одно время ели), тет. N. † Ик кас хĕрĕ пĕр пулса, вăйă калаççĕ пĕр харăс. Альш. † Вуник куккук пĕр карăш авăтаç-çке пĕр харăс. Юрк. Сирĕн урам — тăвăр урам, икĕ урапа харăс утаççĕ. Лашм. † Вуникĕ çăка пĕр тĕпрен, тавай харăс тăрса касар-и. Салаг. † Атьăр харăс хывса ĕçер-и, пĕр тăвансĕм ĕçеççĕ темĕç-ши? Сиктер. † Атьăр харăс хывса юрлар-и, пĕр тăвансем юрлаççĕ темĕç-ши? || В ногу. Юрк. † Хĕçпе пăшал нимĕн те мар, йывăр харăс пусасси. || Рядом (?). ЧП. Икĕ кĕмĕл çĕрĕ харăс выртаççĕ.