хирĕç вăрăнни - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. болезни. Т. Григорьеаа. хирĕç вăрăнсан юмăçсем патне çӳренĕ. Юмăçсем пĕр ывăçа кĕл илеççĕ те çынннне месерле выртараççĕ. Самай пуç тĕлĕнче çаварма пуçлаççĕ те çапла калаççĕ вара: „çĕр таврăнать — таврăнтăр, хĕвел таврăнать — таврăнтăр, уйăх таврăнать — таврăнтăр, çăлтăр таврăнать — таврăнтăр, ял-йыш вăрçса кĕчĕ пуль, кӳршĕ-аршă вăрçса кĕчĕ пуль, сутник-теçетник вăрçса кĕчĕ пуль, арçын вăрçса кĕчĕ пуль, хĕрарăм вăрçса кĕчĕ пуль, сăмахпа чĕнчĕ пуль, сурчăкне сурчĕ пуль, пурте çакăнпала ĕçсе-çисе тухса кайтăр“,— теççĕ те уна, кĕлне кăларса тăкаççĕ те, тата пĕр курка шыв илсе çаплах калаççĕ те, уна та кăларса тăкаççĕ вара. Ягудар. „Икĕ çын ятлаçнă тĕле пулсан, хирĕç вăрăнать. Хирĕç вăрăнсан, поç ыратать, хăсăк килет. Çынна хирĕç вăрăнсан, виç пĕрчĕ хаяр çырли çитереççĕ. Сĕтĕкенне (сок) çăтас полать, йолашкипе çамкана сĕреççĕ, кăкăра сĕреççĕ“, вара хирĕç вăрăнни иртсе каять пулать. Ib. Олма вутине варсăр полсан çаççĕ. Хирĕç вăрăнсан таçаççĕ. Ст. Чек. Хирĕç вăрăнни — çилĕ ӳкни. „Вăл вăрçнă çынна хирĕç пулсан ӳкет, е вăрçнă çын пырса кĕрсен. Çил ӳкни тепĕр чух çынна вĕлерсе те пăрахать. Хăшин çилĕ хаяр пулать: йывăçа та хăртать“. Курм. Хирĕç вăрăннинчен сыватас тесе, пирĕн çакăн пек сăмахсем каланă: „Ылтăм йĕтем, ылтăм йопа; ылтăм йопая хăнча вăрăнчĕ ӳкерчĕ, çавăн чохне тин вăрăнтăр. Кĕмĕл йĕтĕм, кĕмĕл йопа; кĕмĕл йопая хăнча тăм-хаяр вăрăнса ӳкерчĕ, çавăн чохне тин вăрăнтăр мана тăм-хаярĕ. Пăхăр йĕтем, пăхăр йопа; пăхăр йопая хăнча тăм-хаярĕ вăрăнса ӳкерчĕ, çавăн чоне тин вăрăнтăр мана“. См. Магн. М. 152.