хура юн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
черная кровь. || Злобный. Изамб. Т. || Злоба. Альш. Туй кунĕ хай усал хĕрсем те пыраççĕ. Вĕсем савăнан пек тăваççĕ, анчах ăшĕсенче хура юн. Турх. Кунĕ-çĕрĕ пире хĕсĕрлетчĕç, пирĕн ăша хура юн хыватчĕç. Сунчел. Пăхма хĕрсем хĕвел пек, ăшĕ-чикки хура юн. || Испорченный, зложелатель. || Брань. Якейк. И-и, хора йон! Бранное выражение, его употребляют женщины при руганье. N. Хора йон! Так обозвал его в детстве отец, когда узнал, что тот случайно зашел в одну часовню и тем самым наложил, по чувашским представлениям, на свою семью обязанность ежегодно приезжать и ставить в часовне свечи. Орау. Е-е, хура юн! шăмарса анчах çӳрет (злится). Çтан пырсан та кучĕпе анчах çаврăнса тăрать (о лошади, поворачивается задом и не дает поймать). Ф. Н. Накиф. Земский Есипов çинчен сут таврашĕсем темĕн хура юнĕ ыйтса тĕпчесе çӳреççĕ. К.-Кушки. Хура юнне ĕçлесе тăчĕ ĕнтĕ унта (чорт знает зачем), тахçанах кайрĕ.