хускал - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
трогаться, двигаться, шевелиться, расшевелиться. СПВВ. ПВ. Хускалат. Ильмово. Вăсем вырăнĕнчен хускалсассăнах сăвă кала пуçлаççĕ те, вырăна çитичченех калаççĕ. N. Вăл вырăнĕнчен хускалсан, паттăрсем хăраса каяççĕ. Ск. и пред. чув. 92. Турă, çырлах, ан пăрах! ахăр саман хускалать. КВИ. Тукмак (волк) ӳкнĕ, хускалмасть, пăхрĕ вилĕм килнелле. || Выступать, волноваться. N. Пĕтĕм халăх хускалчĕ вара. || Начать войну. N. Тата турккă та хускалнă. || Толст. Пĕтĕм хулари йытăсем хускалнă пек (лаялн). || Приниматься. ПТТ. Ют ялсенĕн уй-чӳксене ирттереççĕ те, тин вара хамăрăн (т. е. чук) тума хускалаççĕ. || N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ. N. Нумай çыра пуçласан, ăшчик хускалать. N. Унăн чĕри йăлтах хускалнă (расстроился?).