хут - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хут

раз. Кан. Виççĕ çурă хут ытларах. Янтик. Пирвайхи хут эпĕ çварнире карăм, иккĕмĕш хут хрен эрнинче карăм. А.-п. й. 15. Питех те вăйлă япала-им вăл апла? — тесе ыйтать йытти, кашкăр çинчен пĕрремĕш хут (первый раз, впервые) илтекенскер. Орау. Иккĕ кайса ик хутчен те чей ĕçрĕм (оба раза). Чув. кален. 1911. Апата кунне виç-тăватă хутчен парас пулать. Орау. Эп ун патне виçшер хут кайăп (буду ходить по З раза), Якейк. Виç хут сан пата килтĕм, итто сана коримарăм. Кн. для чт. 102. Пăртак ларсан, тарăн юр çинче пĕр-ик хут малалла сикнĕ те, каллах кайри урисем çине ларса ун-кун пăхма пуçланă. Ой-к. А мĕн çĕр хут каласси пур ăна? Эпĕ сана тахçанах пĕрре каланă вĕт, терĕ, тет, старик. Зачем же повторять это сто раз? — сказал старик,— ведь я уже говорил тебе однажды об этом раньше. А.-п. й. 35. Тăрна тата тепĕр хут ыйтать: Тилĕ тус, сан ăсу миçе, манăн пĕрре те юлмарĕ ĕнтĕ?–тет. Ib. 81. Виççĕмĕш хут каять. Ib. Пăрçине ку хутра та тăм илсе каять. Регули 1044. Пĕрер хут анчах текен. Ib. Икшер хут килтĕмĕр сан пата. N. Пĕр конта темиçе хут килет. Завражн. Пĕрре килсе кайсан, тепĕр Хут часах килчи? Баран. 105. Шăнкăрчă çу каçиччен икĕ хут чĕпĕ кăларать. Иккĕмĕш хутне кăларсан, ватă шăнкăрчисем çамрăккисене пухса кĕтĕвĕпе вĕçсе çӳреççĕ. КВИ. Вилнисене юрăпа шăтăк ăшне антарчĕç. Ĕречĕпе вырттарса виççĕ ӳксе пуççапрĕç, ури çине тăчĕç те виçĕ хутчен пуç тайрĕç. || Шурăм-п. Пирĕн пĕр хут çине аксан та, ик хут çине аксан та пĕр пекех пулать, теççĕ. Ib. Нăрваш енелле пĕр хут çине çеç акнăран акана пĕтере пыраççĕ. Сред. Юм. Хытти хутне тумалла. Нужно вспахать землю, лежавшую под паром, в первый раз. Баран. 100. Пĕлсе ĕçлекен хуçа малтанхи хутне кĕркунне сухаласа хăварать. N. Пĕр хутпа та пулин акса хăварăр. || Изамб. Т. Чӳречесем пĕчĕккĕрех те, тăватта-пиллĕкрен ытла пулмасть. Усем те пĕр хут кăна пулаççĕ. Орау. Сĕтне ик хут чӳрече хушшине лартнă. Поставили молоко на окно, между двух рам. Ib. Хĕлле эпĕр сĕте шалти хут чӳрече хушшине лартатпăр. Ала 6°. Çичĕ хут тимĕр алăк. || N. Арçынсем пĕр хут кĕпепех урапа çине кĕлте тияса киле турттарса каяççĕ. Изамб. Т. Чăвашсем çула кайнă чухне темиçе хут тăхăнаççĕ. Ст. Айб. Пĕчиккĕç пукане пур, пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Виç хутăн явнă шăрçаланса тăракан кантăра. N. Хитон — вăл çавнăллă кĕпе пек, пĕр хутăн та, икĕ хутăн та тăхăнма юракан тумтир. Регули 1045. Ик хучĕпех тăхăнса кайрĕ вăл, кĕрĕк-сăхманĕпех. Якейк. Эп паян сивĕрен виç хут кĕпе тăхăнтăм. || Этаж. Панклеи. Çӳлти хут, вăталăх хут, аялти хут. N. 6 хут тăринче пурнатпăр. Кан. Виççĕмĕш хута шыв хăпартать. || Слой. Орау. Чĕлхен пĕр хут тирĕ сĕвĕнчĕ юлчĕ. || Складки. N. Виç хут аркăллă шур кĕпе. || Выçăхакансем: Ламппă пулсан, çутчăрччĕç пĕр хутчен. Халапсем 31. Карчăкĕ те кăна шеллесе: пĕр хут кĕр эппин, тет (ну ладно, переночуй что ли). N. Апла халăх хĕн курнине куриччен, вăрçăра вилер пĕрех хут, тесе çырнă леш салтакĕ. || Помощь. N. Вĕренме ан пăрах. Итак халĕ алă хутне пынă пек те, çапах та ăна пăхас пулмас, ӳссен пит кирлĕ япала.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150