хушлама - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. обряда. N. Ташлами хыçĕнчен хушламине тăваççĕ. Хушламине тунă чухне пĕтĕм çын алăка уçаççĕ те мал енелле пăхса тăраççĕ те кĕлтума тытăнаççĕ. Унăн кĕлли ак çапла пулать: Эй, турă, асăнатăп витĕнетĕп тутлă чĕлхемпе, тайлăк пуçăмпа пуççапатăп. Карта тулли выльăх-чĕрлĕх, пĕтĕм çурт тулли ача-пăча пар, турă. Хир-хир тулли тырă-пулă лайăх пултăр. Анкарти тулли тырă кӳртме пар, турă. Пĕтĕм çĕр çинчи тырă-пулă лайăх пултăр. Ку кĕлтуни Хусланăн кĕлли. (Из моленья).