хăйăрла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
отбивать усы (у ячменя, у полбы). Тюрл. Урпа хăйăрлас, пăри хăйăрлас. Хăлчăкĕ ӳктĕр тесе çапса пĕтерсен икĕ йĕнчен харăс-харăс çапаççĕ. Н. Карм. Пăри тырра килĕпе тӳсе хывăхне ватаççĕ, çавна калаççĕ хăйăрлас. В. Олг. Орпа хăйăрла. КС. Пăрие килĕ ăшне ярса кисиппе хăйăрлаççĕ, вара армана авăртма каяççĕ. Торп-к. Тăваттăн хăйăрлаççĕ, пĕри авăсать. (Лаша). || Ск. и пред. чув. 30. Çӳлĕ таканлă аттипеле вăл кĕл пек хăйăрлать çурхи тăпрана.