хăлаç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
сажень, обхват. N. Пуртӳ çын кĕрсе тухмалăх пур-и, çук-и, ăшне миçе хăлаç ӳкет, миçе чӳрече? N. Ку хырă йĕри-тавра икĕ хăлаç ытла пулĕ. Ст. Шаймурз. Çитмĕл те çичĕ тĕслĕ вăрманта çичĕ хăлаç хырă пулĕ. БАБ. Хапха уçса хураççĕ те, хапхаран пĕр вунă-вунпилĕк хăлаç аяккарах кайса тăраççĕ. Чăв. й. Пур. 36. Малтан икĕ хăлаç алтма хуш. А.-п. й. 70. Виçĕ хăлаç аяккалла сирпĕнсе каять, тет.