хăлха - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(хы̆лhа), ухо. А.-п. й. 16. Пĕрре кашкăр йытă вĕрнине илтет те, хăлхисене чанк тăратса ăна çапла калать... Ib. 42. Тилĕ хăлхисенчен ыйтать: эсĕр мĕнле килтĕр? — тет. Ib. 57. Ватăлса çитрĕм те, ман хăлха илтеймест. Ib. 70. Пӳрнеске хăпăл-хапăл чуста ăшĕнчен чаваланса тухать те, ĕне хăлхи ăшне кĕрсе ларать. Ib. 71. Пӳрнеске кашкăр хăлхинчен тухса шухăшлама тытăнать. N. Урлă хăлха, не лежащие, а оттопыренные уши. N. Каçрака хăлха, уши, торчащие вверх (кайăк хăлхи пек). N. Чее хăлхаллă япала, чуткий. N. Унăн хăлхи хытăрах, глуховат или плохо восприимчивый. N. Унăн хăлхи шăхăрсах каймасть, плохо слышит. N. Унтан ку виç кĕрепенкеллĕ чукмар илет, тет те, утланса ларать, тет те, хăлха урлă çапать, тет. N. Хăлхине çĕр çумне çыпăçтарса итленĕ. N. Хăлха анчах илтми пулнăччĕ те, халь уçăлчĕ. N. Хăлхăрсем йӳçмерĕç пулсан, итлĕр. N. Хăлхана йӳçĕхтерекенсем, çӳç-пуçа виреллĕ тăратаканскерсем. К.-Кушки. Хăлху енĕпе ман енелле çаврăнса тăр. Ск. и пред. чув. 22. Юманкка хăй хуйхине калать ăна хăлхинчен, мĕскерле тумаллине ыйтать пĕтĕм чĕринчен. Бгтр. Илтменнине хăлхунтан ыйт теççĕ тепĕр хут ыйтакан çынна. Янтик. Лаша шыв ĕçнĕ чух хăлхисене сиктеркелет, çавна хăлхисене вылятать теççĕ. Орау. Паян кунĕпе хăлхара шăнкăрав сасси илтĕннĕ пек янăраса çӳрет. Альш. Хăшĕ-хăшĕ тата ача çуралсанах, пурăнтăр тесе, сулахай хăлхине шăтараççĕ, тет. Хăлхана шăтарсан, тăхăнтараççĕ пурçăн: пурçăн шыçтармасть тет. Ib. Ун умĕнче пурне те ан калаç, унăн хăлхи шăхăрать ĕнтĕ (он слышит и понимает, о ребенке). Собр. Кушак хăлха урлă пит çусан, хăна килет тет. С. Тим. Аллăнти шаль тутăру шел пулсан, икĕ хăлхаран тытса чуптуса яр. N. Хăлхаран кала. Говорить на ухо. Хурамал. Хăлха ăшĕ кĕçĕтсен, йĕпе пулать теççĕ. ТХКА 69. Тата халь ман пуç ыратать, хăлха кашласа çӳрет. Ст. Чек. Кунĕн-çĕрĕн янăратат. Илтессĕм килмерĕ, хăлхана çĕртет. N. Урампа пырат сутакан, вăл пулайчĕ улма сутакан; сутаймасăр вунăтăват улми çĕрейчĕ. Кăçалхи çул манăн пурăнни — çын сăмахĕпе хăлха çĕрейчĕ. (Хĕр йĕри). Ала 13. Унăн куçĕ хупăннă пулсан та, унăн хăлхисем çăвăрман. || Перепонки ушные. Альш. Ачи хытă кăшкăрса хăлхана çуратчĕ. || Наушники. К.-Кушки. Малаххай хăлхисем, наушники малахая. || В. Олг. Хӳел хăлха ярчĕ, сивĕ полат. Вокруг солнца появились круги (столбы), к холоду. || Перо (верхний угол) лемеха. См. ака, там же хăлха (вып. 1).