хăналăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
гость. N. Хăналăха килтĕм (в гости). Янтик. † Шурă та шурă тенине тутлă çимĕç тиеççĕ; хĕр чӳнехи пурнăçа хăналăха (на время) тиеççĕ. N. † Ĕçер-çиер, выляр-кулар, кунта пире хăналăх. (Солд. п.). Трхбл. Çинçе пӳме ӳстертĕм атте-аннене хăналăх. Коракыш. Аттаманĕ: кам вăл? — тесе кăçкăрать, тет. Иван: хăналăха! тесе калать тет. (Иван ылттăн улма вăрлама кĕнĕ пулнă утаман пахчине).