хăна-хĕрĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
гостья-девица. Тайба-Б. † Çакă вăйă хушшинче хăна-хĕрĕ (ларма килнĕ хĕр из другой деревни) илемлĕ. Кĕвĕсем. † Пирĕн ял хĕрин ăшĕнче хăна-хĕрĕ илемлĕ. Альш. Кунта килнĕ хăна-хĕрĕ мĕшĕн ларат кăмăлсăр. Ib. † Эпир пĕлместпĕр, эсир каламастăр, хăш ял хăни-хĕрĕ. Сред. Юм. Хăна-хĕрĕ, ларма пынă йот ял хĕрне çапла калаççĕ. Бгтр. Пӳртре кĕçĕн çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. (Сурăхури).