хăппăл-хаппăл - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
то же, что хăпăл-хапăл. Тюрл. Хăппăл-хаппăл туса пăрах, çын ан кортăр. Буинск. Шыв хĕррине çитсен, хăппăл-хаппăл салтăнтăмăр та, шăмпăр-шампăр шыва кĕрсе карăмăр. СТИК. Хăппăл-хаппăл тумланап та, чупса тухап. Сред. Юм. Ăшша пиçсе шалт аптрарăм та, шыв хĕрне çитсенех хăппăл-хаппăл кĕпе-йĕме хывса пăрахап та, шыва сикеп. N. Хайхи карчăк вилнине пĕлчĕ, тет те, хăппăл-хаппăл мачча çинчен антарса... ЧС. Пиччесем хăппăл-хаппăл тумтирĕсене тăхăнчĕç те, тула чупса тухрĕç. Байгул. Хăй хăппăл-хаппăл таса кĕпесем тăхăнат, тет те, упăшки пырас çул çине кайса ларат, тет.