хăрат - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
пугать. Чĕлкаш 4З. Сасчĕвĕ çукки Каврилана хăратнăран хăратсах пынă. БАБ. Çав тукатмăш пирĕн ялсене пĕтĕмпе хăратса пĕтернĕччĕ. Альш. Анчах мана хăратмалла çарăпа, салтакпа килĕр эсир. N. Шалтах тĕлĕнеп çам пеккинчен, те пит пĕлнипе хăратаççĕ. N. Епле сана кунтан нимĕскер те хăратса ямарĕ? N. † Сар чечек тăрринче сар кайăк, ан хăратсам, тантăш, ух! тесе. А.-п. й. 7. Кушакĕ: упана та хăратрăм, тесе кулса кăна юлать. Ib. 33. Тавай карчăкпа старике хăратар,— тет качака таки. Ib. ЗЗ. Качака такипе сурăх таки, карчăкпа старике хăратма тесе, вилнĕ упа тирне сӳсе илчĕç те, хăйсем çине пĕркенсе, киле пырса кĕчĕç. Ib. ЗЗ. Çапла хăратрĕç иккен качака такипе сурăх таки карчăкпала старике. Ib. 41. Каясси кайăпăр та-ха, юлашкинчен тепре хăратса кăтарт,— теть тилли.