хăтана кай - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
сватать. Начерт. 189. Хăтана каяс, сватать невесту. Собр. Анне, яшка пиçиччен хăтана кайса килер-и. Изамб. Т. Хăтана кайсан евчĕ (е хĕрĕн ăратни е хăйсен ăратни) патне кĕреççĕ. Евчĕ кăсене силлеме пуçлат. (Хăтана каяççĕ ачан ашшĕпе амăшĕ). Хăйсем калаçсан-калаçсан, мĕншĕн килиине систереççĕ. Евчĕ вара хĕрин ашшĕсем патне каят та, унта сăмах майĕпе хĕрне хăтана килнине (сватать) систерет. Б. Олг. Карăмăр хăтая поян çын патне (сватать).