кус - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
кос (кус, кос), катиться. N. Пăрçа пĕрчи кусса пырать. Горошина катится. ЧП. Пăрçи тула пуçласассăн, тăрни кусса пырать-çке. Ск. и пред. 91. Тăшман чĕри лăпланĕ хĕвел кусса тухиччен. Якейк. Тырри сара та, ани косать анчах (жнется быстро). Ск. и пред. 73. Михетерĕн килĕнче сăра пичĕки кусать, ялти тантăш-тăвансен пырĕ тĕпĕ ярăнать. К.-Кушки. Урапа кусат. Б. Куссан-куссан, урапа та такăнать. Çутт. 133. Е пĕрмай кусса урапа хĕрсе çитет, вут тивсе каять. || Идти, бежать. В Пшкрт. — просто в смысле чуп. N. Мана пичче: кус киле, тĕрĕ. Тюрл. Кус-ха, çанта кайса кил-ха! — Йытă пăх (п̚о̆х') ту-ха! Ступай-ка, сходи туда! — Пойду, чорта с два! СПВВ. ПВ. Кус!= беги! — Кускалаçа çӳрет, кусать — урапа, насекомое. Такмак. Çӳлĕн-вĕçен, çĕрĕн-кусан, пурте пырăр туй курма! Якейк. Кос-ха, пăру кайса илсе кил-ха. Ib. Лешеккине (на ту сторону, напр. оврага) косса кайса килтĕм. Ib. Эс паян пасара косса кайса косса кил (сбегай); эс килсенех, авăн сарăпăр. N. Утна яр та, çуран кус, теççĕ. (Послов.). Мусир. † Ай тантăшçăм, тантăшçăм! Ир те кусса пыраттăн, каç та кусса пыраттăн. N. Кусăр каллех, хăвалăр (догоняйте). N. Кусăр (ступайте), пĕри-пĕри кайса илсе килĕр çав шăллăра. Ск. и пред. 19. Ак мĕлкесем кусаççĕ, Кăвакал шурĕ енчен сиккипеле каяççĕ. Альш. Кус-ха, ывăлăм, мачча çине улăхса, çарăка пăхса кил. N. Кус-ха, кайса пĕр ĕнине пус-ха. N. Кус, кала. Ступай, скажи. БАБ. Кусăр пĕрех хут хăр вырăнăрсене; хăçан çуртăрсене ише-ише антариччен пурăнăр, унтан вара хуть те ăçта кайăр, манăн ĕç çук. || Жировать (гулять в лесу). || Обгуляться, случиться. Б. Олг. Ĕне перĕн косрĕ. Срв. анат.-тур. косӳ, коснӳ (у Сами-бея).