куса-тăран - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(куза-т̚ы̆ран), бегающий. Юрк. † Хура вăрман хĕррине капкăн хутăм юри куса-тăран тилĕшĕн. || Колесо. Юрк. Ку тата çапла пĕр икĕ тапхăр çавăрса сăптăрса илсен, хытă пынă çĕртенех хыçалти куса-тăранĕ, урапи пăти çук пирки, кусса пынă çĕртенех, кăшт (вдруг) пĕр енелле тухса ӳкет (соскочило). СТИК. Куса-тăрана çыхса антăм. Я спустился (с горы), завязав колесо, чтобы затормозить его. Бугульм. †, çунисем пĕр сăрлă, ешчĕк ешĕл, куса-тăран тимĕр тукăнлă.