кушак - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кужак), кошак, кошка. Ст. Шаймурз. Пӳрт тăрринче кушак пуçлă тăмана сиене кăшкăрат, тет. Синьял. Пĕр кушак пуçтаракан çын (кошатник) пĕр яла кушаксем пуçтарма кайнă, тет. N. Кушака (кушакне) кунтан илĕр. Возьмите отсюда кошку (кошку-то). Н. Седяк. Кушак питне çусан, хăна килет, теççĕ. (Примета). Т. Григорьева. Кушака кулă, шăшие вилĕм, теççĕ. (Послов.). Ib. Умран кушак каçсан, çул ăнмас, теççĕ. СЧУШ. Кушак кăмакана кĕрсе выртсан, сивĕтет. N. Кунта çын кушак вилли вырăнче анчах. Здесь человеку та же цена, что дохлой кошке. Ib. Ĕçпе каякан çын çулĕ урлă кушак каçса кайсан, çав çынна телей пулмаст. Ib. Кушак пит çăват пулсан, çав кушак хуçи патне çын килет. Орау. Ашшĕ-амăш суккăр пултăр, ачи-пăчи нуммай пултăр! тесе калать, тет, кушак. (Пожелание кошки относительно хозяев и ребят: если мать не видит, то кошке легко вытащить еду из рук ребенка). Ib. Этем кушак сыснине курсан, лайăх мар, тит. Ib. Çул урлă кушак каçса кайсан, çав тĕлтен улăм пĕрчи илсе, улăм пĕрчине икĕ енне татса пăрахаççĕ. Апла тумасан, мĕн те пулин пулать, тиç. Сред. Юм. Кушака кулă та, кушак кайăкне куççӳлли. Кошке — игрушки, мышке — слёзки. Ib. Кошак питне çăвать (кошак, малти орине çулласа, питне шăлкаласан, калаççĕ). Ib. Кошак пик (говорят про несмелого человека). Ib. Çола кайнă чох çол орлă кошак каçсан, олăм çӳппи татса, ик еннелле пăрахса хăвараççĕ. Ib. Кошак çӳлте пĕр татăк какай çакăнса тăнине корнă, тет те, илес тесе кармашрĕ-кармашрĕ, тет, илеймерĕ, тет. Кайран кайса ларчĕ, тет те: шăршлă вит о, мĕн тăвас онпа! тесе каларĕ, тет. Ib. Сан кошак йăмаххилле полчĕ ко. («Говорят, если человек сначала очень желает, а потом не может получить того, чего он желает, и сам же начинает говорить, что это плохое»). Ib. Мĕн çохрать çавăнта? тесен: кошак пуçĕ хĕсĕннĕ (увязла) те, кошак çохрать, теççĕ. N. Пуянăн кушакĕ те кайăк тытать, тесе, пĕр пуйсан, çыннăн таçтан та укçа кĕрет, тесе калассине калаççĕ. Бгтр. Кошак пит çусан, çомăр полать; чăрнисемпе качăртаттарсан, çил- тăман полать. СТИК. Эсĕ кушак çине ларнă-и мĕн? (Говорят тому. кто pepederit). КС. Кушак курпунне кăларчĕ (или: пĕкĕрлчĕ). Кошка изогнула спину. Образцы. 110. Йыснаçăмах (çавă) пур, тутине кушак çуланă (т. е. он ротозей, растяпа, рохля). Альш. Кушак пилĕк çура (3 котят) çураласа пăрахнă... В. Олг. Эх, кошак порнăç! (о привольной жизни). Якейк. Ăрамра кошак та çок (т. е. никого нет). Б. Нигыши. † Тытăр-хупăр (его) витене, ыран ирччен ан ярăр; кушак кулли ан тăвăр, ташлатмасăр ан ярăр! Якейк. Ман онта никам кошак та çок (т. е. никого нет). || Прозвище мужчины. Сред. Юм. || Назв. селения. Панклеи.