кӳп - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

кӳп

разбухать. К.-Кушки. Пичĕ кӳпсе кайнă. Изамб. Т. Хăшин-хăшин ăшă çăкăр çисен хырăмĕ кӳпсе каят (раздувается). Бур. Хырăмĕ параппан пек кӳпсе кайрĕ, тет, кунăн. Пшкрт. Кӧпсе кайат (о водянке). Ib. Хырăм кӧпсе ларса (раздуло). ЧС. Хăйсем те килĕсене, кӳпнĕ (в Шибач. кӳтнĕ) шăрши пек, йĕп-йĕпе пулса (мокрёхоньки) тавăрнаççĕ. Орау. Мур ачипчи! кӳпсе пĕтесшĕсем! (вилсе пĕтесшĕсем, тени пулать), кун-каçа çăварсене хупмаççĕ! || Жрать, глохтить. Изамб. Т. Кӳп! Жри. К.-Кушки. Кӳпсе анчах çӳретĕр! Вы только обжираетесь! Шел. П. 69. Эсĕ сăмакун кӳпме анчах пĕлетĕн, арăм усрама пĕлместĕн! Йӳç. такăнт. 65. Ну, кӳпсе тăрантăр-и паян ямăт çăкăра? Орау. Ме, кӳп! Анчах çирăн (поел), татах кӳпесшĕн! Рак. Хытă ĕçекен çынна: лакки тăранмас, тесе вăрçаççĕ; арăмсем упăшкисене: такки кӳпсе çӳрет! теççĕ. Кан. Нăрваш леçникне (= вăрман хуралçине) те, кӳпсе пăнтăхнăскере, ӳсĕрне выртса çӳренине час-часах тĕл пулатăн. Ib. Ураран ӳкичченех кӳпет (глохтит водку). Çутт. 96. Çиессе виç хырăмшăн (за троих) кӳпет. N. Вăл кӳпме аван пĕлет вĕт! СТИК. Ман çăккăрă кӳпсе янă. Кто-то сожрал мой хлеб. || Карамыш. Уйăх кӳпнĕ.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150