кăвак хуппи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
какое-то внезапное, яркое световое явление, изредка наблюдаемое по ночам. Изамб. Т. Пĕлĕт уçăлса хупăнать, теççĕ, ул çĕрле пулат. Кăвак хуппи куртăм (особый свет). Ск. и пред. 16. Сасартăках кăвак хуппи уçăлать те хупăнать, çутă çанталăк çутăлать. Нюш-к. Кăвак хуппи ялтăр уçăлса каять, теççĕ, çав кăвак хуппи уçăлнă вахăтра çие юлнă арăмсем (беременные), çуралас ачисем хуть те мĕлле çын пултăр, тесен те, каланă пек пулать, теççĕ. КС. Кăвак хуппи йăл-ял уçăлса каять. (Летом голубого цвета, зимою — светлого). Ун чухне çӳлтен чул ӳкет, тесе калаççĕ. Бел. Гора. † Кăвак хуппи хупăнчĕ, çутă çанталăк çутăлчĕ. Собр. † Çийăм тулли кăвак хыс, сире халал тăвас çук, кăвак хуппи пултăрри! (пусть обратится в...). НИП. Кăвак хуппи уçăлсассăн кирек мĕн ытсассăн та, сана пулат, теççĕ, каласа ĕлкĕрсен, хупăначчен. Кăвак хуппи уçăлсассăн, кăнтăрлахинчен те çутă (светлее, чем днем) пулат, теççĕ; çĕрти çӳппи-йĕппи пĕтĕмпе курăнат, теççĕ. N. Вăл кăвак хуппи ирхĕне çурăмпуç килес уммĕн курăнат, тет. Вăл сасартăк симĕсĕн-кăвакăн ялтăртатса, çиçĕм çиçнĕ евĕрлĕ, курăнат, тет; анчах пит час пĕтет, тет; ăна куракан çын, пĕтиччен, мĕн те пул ин кĕлесе ĕлкĕрсен, вăл кĕлени пурте пулат, тет. Ст. Чек. Кăвак хуппи (кăвакпа шурă). N. Кăвак хуппи пулчĕ. И. С. Степ. Кăвак хуппи уçăлат. Появляется северное сияние (толкование неверно!). См. шуç хуппи. См. Магн. М. 63, 246. || Назв. божества. Рус. Альш. Кăвак хуппине кăвак хурпа чӳклес, теççĕ. Жертв. т. Кăвак хуппине хур. Панклеи. Тилĕ ларчĕ йомăç пăхма. Солкаланать-солкаланать те: опа мочи! сан ĕçĕ нумай мар-ĕç, тет, кăвак хоппине кăвак така кирлă (= кирлĕ), тет (чтобы вылечить медвежат). Т. VI 7. Кăвак хуппи амăшĕ, кăвак хуппи. См. Paas 71.