кăкăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кŏгŏр, кы̆гы̆р), грудь. О сохр. здор. 102. Тусан ăша кĕрсен, çынна пит нумай сăтăр тăвать: ӳпке-пĕвер пăсăлать, пыр шыçать, çын ӳслĕке ерет, кăкăра ларать, куçа та пăсать. || Грудь женщины. N. † Пĕчĕкçĕрен пысак пулнă эпир атте-анне кăкри сĕчĕпе. N. Кăкăртан уйăр (ачана). N. Унăн кăкăртан уйăрăлман ачи пулнă. Альш. Кăкăр юхать, из грудей течет молоко. Сунчел. † Ай, аттеçĕм, аннеçĕм, икĕ кăкăрăн сĕтне пехил ту! ПМП. Кăкăр ĕмекен. Ст. Чек. Кăкăр пуçĕ = чĕчĕ вĕçĕ, сосок. || Грудь земли. ЧП. Вăл сар куккук авăтнă чух пĕтĕм çĕр кăкăри чĕтрет. || Корпус скрипки. Альш. † Купăс кăкăри пит уçă — вĕренерен тунăран; ман кăкăрăм пит уçă мар — кĕçĕнтен хуйхă курнăран. || Часть телеги: лисица. Изамб. Т. Урапа ешчĕкин кăкăрĕ пулат. Ул кăкăр кайри тĕнĕл витĕр тухат. Кăкăра малта папкан (передней подушки) аял енчен касса лартнă.