кăнтар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-дар), понуд. ф от гл. кăн; вытянуть, протянуть, натянуть; торчать. Сред. Юм. Мĕн пуçна кăнтарса тăран ôнта (вытягиваешь?), корман-и-мĕн эсĕ япала? Пазух. Манăн хура çӳçĕм кăтраччĕ, тура пĕлмесĕр те кăнтартăм. Хочаш., Качал. Ыйткалакан (нищий), панине илес тесе, аллине кăнтарать. И. Р. Роман. Аллуна ан кăнтар! теççĕ, пĕри çапма хăтлансан (= рукам воли не давай). Ib. Паракан аллине кăнтарать. Ib. Пуçтаракана, аллине кăнтарса пĕр татăк çăккăр парнĕ (= пачĕ). N. Ленин аллине кăнтарса тăрать (аллине тăсса кăнтарса тăрать, на памятнике). N. Пит вĕриччĕ, патнелле алла кăнтарсан (если вытянешь, протянешь руку), катаранах алла пĕçеретчĕ. Ефремова (Алик. р.) Парас çук-тăк, аллуна мĕн кăнтаран? Сред. Юм. Сăрана ăшă пӳртре лартнă та, кăнтарса янă (у него потерялся хороший вкус; у др. хытарса янă). Альш. Пуса тарасисем кăнтарса тăни курăнать вара (в таком случае) рамран. Шибач. Пир кăнтарса хотăм. ЧП. Варринчи çăл патне (вар. кутне) шур пир кăнтартăм. Чăв. йум. 1924, 55. Амаçури хĕрне пиррине кăнтарнă кумнă чухне йăнăш туса парать. СПВВ. Кăнтарса= кăмтарса. Тайба. † Татăк, татăк улача пĕр кăнтарса тĕртнĕ пек; çакă ялсен хĕрĕсем пĕр хурана кĕнĕ пек. N. Çӳлĕ çĕрте кăнтарса тăракан шĕчĕ (= шăчă) çил вĕрнине чăтаймасть. Альш. Пит çăмарти шăммисем тăраççĕ ик енче кăнтарса (у чуваш). Йуç. такăнт. 34. Аллине кăнтарсах тăрать. Хĕн-хур. 104. Итрен (имя мужч.) кăнтарнă пырать тукшана. Чакка (имя мужч.) чавкăнать çумри хушшалла. || Переносно — положить начало. Тюрл. Паян сохана кăнтарса хорас (надо начать пашню). N. Пӳрт никĕсне хускатнă (= кăнтарнă, т. е. стали делать; ака кăнтарнă (= акана тухнă). Г. А. Отрыв. † Шурă киçипрен (из бумажной пряжи) шурă пир эпĕ кăнтартăм, кăнтартăм та, куçран кăлартăм. Хочаш. Пирĕн çипе (пряжу) сӳре çине карнине кăнтарас теççĕ. || Убить, укокошить (заставить протянуть лытки). || Уговорить. Изамб. Т. Ача йĕне чухне ăна, кăнтарас тесе, япала (что-нибудь) параççĕ; вăл вара кăнат, йĕме чарăнат. Ск.и пред. 72. Атте-анне ухмах çав, мĕн каласа кăнтарас?