кăнт-кант - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кы̆нт-кант), подр. особой походке. Сред. Юм. Тăманарах (глуповатый) çынна: кăнт-кант çӳрет, теççĕ. («Ходит вяло, как дурак»). N. Кăнт-кант пускаласа пырать. Шагает так, точно у него не свои ноги. (Срв. русск. прозвище Абрам — чужие ноги). Городище. Кăнт-кант туса пырат. «Идет ненормальной походкой (человек в нетрезвом виде). || Подр. звонкому стуку. СТИК. Кункăрана лашсем кăнт та кант тутараççĕ: çими пĕтнĕ пулас. (Урисемпе чаваççĕ, мĕн тăваççĕ).