кăпăк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кы̆бы̆к, кŏбŏк, Пшкрт: кы̆βы̆к), пена. ПВЧ. Шăнкăр-шăнкăр шу йохнă чох кăпăк вăр-вăр, ай, çавăрнать (быстро кружится). Якейк. Утĕнчен кăпăк татăлать. С его лошади падают хлопья пены (от усиленной езды). Изамб. Т. Хăйсен лаши кăпăк кана (вся в пене). Кан. Çăвартан кăпăк кăларсах тупăшнă (спорили). Ск. и пред. 104. Тытрăм, тытрăм! Ăçта вăл? тытрăм — пушă параппан, чĕлхен кăпăк (пустое слово) сăмаххи. || Так обзывают пустого хвальбишку. Орау. Эй, кăпăк! калаçса тăран! Ib. Кăпăк! хăпарса çӳрет!