кăшальня - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
то же, что кăшальни. (кы̆жал'н'а). N. Кăшальня кон сивĕ полчĕ. Б. Олг. Паччăшкă килет кăшальня кĕллипе, Окçа çокăç-ха перĕн паччăшка пама; вççо (фс'о) кирлĕ пĕр хĕрĕх икĕ пус. Стан топса паркалас, ахальăн паччăшкă вăрçĕ. СЧУШ. Кăшальня кун пуринчен малтанах, атан атсанах, çăлтан е çырмаран шу ĕçсен, çав çын пит ăслă, малашне мĕн пулассине каласа кăтартакан пулать, (тет). См. кĕшерни кун.